Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ыйтӑвӗпе ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ӗнер ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑ. Унта хальлӗхе йышӑннӑ мерӑсенчен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарассине тата юсав ӗҫне пуҫӑнма подряд организацине палӑртассине, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарассине асӑнмалла.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ.
Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ.
Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ.
Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ.
Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин хысна предприятине хыпар ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехетре, ҫитнӗ.
Йӗпреҫри ҫав кӗпер урлӑ «Нурӑс—Патӑрьел—Елчӗк» автоҫул иртет.
Шыв пӑрӑхӗн бетон «хӳри» вӑйлӑ ҫумӑра тӳсеймен.
Йӗпреҫре пулнӑ специалистсем шыв пӑрӑхӗ чиперех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ, катӑлнӑ вырӑн кӗпер ишӗлес тата машинӑсене каҫса ҫӳрес хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Ҫапах та ишӗлнӗ вырӑна пӳлме тата ӑна ҫирӗплетме йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ Владимир Лабинов Карелинче РФ Президенчӗн представительствинче вӑй хума пуҫланӑ.
Чӑваш Енрен самай аякри регионта ӗҫе тытӑниччен Йӗпреҫ чӑвашӗ ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Малашне Владимир Лабинов РФ Президенчӗн Карели Республикинчи представительствинче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимлӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Владимир Лабинов Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх тата ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗ пулнӑ.
В. Лабинова ҫӗнӗ должноҫе Карели Республикин Пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Тимофеев сӗннӗ. В. Тимофеев та РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ, унччен Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Халӑх ҫак ҫавра ҫула пӗрле пухӑнса паллӑ тунӑ. Ҫӑкалӑх ялӗн уявӗ кӗрлесе кӑна тӑнӑ.
Уява Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.Н.Кураков уҫнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Н.А.Павлова Ҫӑкалӑх ял историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ, «Вӑйӑ юррине» шӑрантарнӑ. М.П.Мамуткина «Тӑван ял» сӑвва чуна пырса тивмелле вуланӑ. Ҫӑкалӑхсене саламлама Ҫӗрпӳ районӗнчен те пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫӑкалӑхсене хаваслӑ юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Ял уявӗнче чи хастаррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Ҫӑкалӑх ялне пухӑннисене пурне те шӳрпепе сӑйланӑ.
Ҫӑкалӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсене те каласа хӑварар: Николай Теветкел сӑвӑҫ, П.Н.Васильев таврапӗлӳҫӗ, Т.А.Тумаланова журналист.
Палӑксем, чӑннипех те, тӗрлӗреннисем пур-ха. Ытларахӑшӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене сӑнлать пулӗ. Йӗпреҫре вара паян вӗрентекене сума суса уҫнӑ. Республикӑра халиччен пулман япалана поселокри 1-мӗш вӑтам шкул умӗнче иртнӗ уйӑхра вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Митинга хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова, Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадилована тата шкула ҫур ӗмӗр каялла вӗренсе пӗтернӗ Геннадий Козлова палӑка уҫма ирӗк панӑ.
Вӗрентекене халалланӑ палӑка уҫассипе йӗпреҫсем икӗ ҫул каялла тимлеме тытӑннӑ. Унти шкул пӗтернисем сӗннине кура вырӑнти хастарсем укҫа пухнӑ. Палӑк сӑнарӗ — вӗрентекен тата хӗрача.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ.
Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |